|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Паян ман пата ҫыру килчӗ. Апла-капла тенӗ, эпӗ сирӗн ресурспа куллен паллашатӑп, тесе пӗлтернӗ. Эпир, чӑваш чӗлхи вӗренмелли мобиллӗ приложени хатӗрлерӗмӗр тенӗ, ҫакӑн пирки сайт урлӑ халӑха пӗлтерме ыйтнӑ. Мӗнех, аван ӗҫ. Смартфонпа чӑвашла вӗренме май туса панӑ. Пулӑшмалла ӗнтӗ. Пулӑшӑпӑр та. Ку приложение App Store-ре тата RuStore-ре уҫласа илме пулать. Ҫитес вӑхӑтра — Google Play-ра та уҫласа илме май пулӗ. Приложени пирки тӗплӗнрех ҫак сайтра пӗлме пулать: hamoryal.org.
Анчах, ҫакӑнта маншӑн ӑнланма йывӑр япала сиксе тухрӗ. Пӗлетӗр-и мӗн? Ҫырава вырӑсла ярса панӑ. Юрӗ, вырӑсла ҫыру ҫырма меллӗрех пулнӑ пуль, тен, хӑйсем те чӑвашла вӗренеҫҫӗ кӑна пуль. Ҫырура сайт адресне те кӑтартнӑ. Уҫса пӑхас терӗм, мӗнле ушкӑн, мӗнле ачасем ҫакӑн пек аван ӗҫ пуҫарнӑ. Уҫрӑм та — сайт вырӑсла! «Наследие Булгар и мощь Огурских степей…», «В огромной семье тюркских языков он стоит особняком, являясь единственным уцелевшим представителем огурской группы…», «Дошло до того, что современные школьники изучают произведения великого чувашского поэта Ҫеҫпӗл Мишши (Михаила Сеспеля) на русском языке, а не на языке автора…» Мӗнле кӑна чӑваш чӗлхине мухтаса пӗтермен пуль! |
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарта чӑваш чӗлхи учителӗсен хула фестивалӗ иртнӗ. Ӑна тава тивӗҫлӗ педагога Галина Абрамовӑна халалланӑ. Фестивале чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен вун-вун учитель хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Йӑласене упраса хӑварса хальхилле мӗнле вӗрентмелле? Ҫак ыйту пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнӑ. Воспитани ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнӑ. Ӑсталӑх класӗсенче вара пултарулӑхпа паллаштарнӑ: театр постановкисем, наци тӗрри… Ҫаксемпе те уроксенче усӑ курма май пуррине сӳтсе явнӑ. Фестиваль чӑваш чӗлхи пурӑнма ӑнтӑлнине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Цифра министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен алҫырӑвӗсен конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта автор пӗччен е ушкӑнпа хутшӑнма пултарать. Алҫырӑвӗсене виҫӗ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: шкул умӗнхи тата кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗ 50 пин тенкӗ парӗҫ), вӑтам классенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗ 75 пин тенкӗ парӗҫ), аслӑ классенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ парӗҫ). Авторӑн кашни номинацире пӗр хайлав кӑна тӑратма ирӗк пур. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 56-50-57 (2537 хушмалла). Е тӗплӗнрех ЧР Цифра министерствин сайтӗнче пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра чӑвашла спектакльсем кӑтартӗҫ, вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ. Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» монодрамӑпа уҫӑлӗ. Пьеса авторӗ — Ольга Туркай, режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Леонид Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» повеҫӗ тӑрӑх Юрий Бутунин лартнӑ ӗҫе курма май килӗ. Театрти Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче спектакль «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакльпе малалла тӑсӑлӗ. Ӑна 12 сехетре кӑтартӗҫ. Ҫав кун каҫхине Чӑваш Республикин тава тивӗҫле артисткин Ольга Петрован «Шап-шурӑ мӑшӑр» клипне презентациленипе хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӑхӑтӗнче диктант ҫырма текстсен конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Акци ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, ҫавӑн пекех Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Диктанта кирек кам та ҫырма пултарать. Акци икӗ мелпе иртет: текста Наци радиовӗпе е Тӑван радио итлесе. Наци радиовне 105,0 FM (Чӑваш Республики), 95,9 FM (Шупашкар) е 72,41 УКВ хумсем ҫинче калаҫать, Тӑван радио – 100,3 FM хум ҫинче. Диктант ҫырмалли тепӗр мел – вӗренӳ е культура организацине кайса. Кама епле меллӗрех, ҫавӑн пек хутшӑнма пултарать. Унта ачасем те, аслисем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Windows 11 операци системинче клавиатурӑн чӑваш раскладкине хушнӑ. Эппин, малашне вырӑсла, акӑлчанла кӑна мар, чӑвашла та ҫырма пулать. Операци системин интерфейсӗн чӑвашла куҫарӑве ҫук, пӗтӗм меню тата настройкӑсем вырӑсла тата ытти чӗлхепе кӑна пур. Сӑмах кунта текст пичетлеме май паракан раскладка пирки пырать. Унччен вара тӗнче тетелӗнче чӑваш саспаллисемпе ҫырас тенӗ чухне ятарлӑ программӑсем вырнаҫтарма е тӗнче тетелӗнче раскладкӑсем шырама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 10-мӗш фестиваль иртӗ. Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале тӑватӑ енпе хутшӑнма май килӗ: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнса чӑвашла уроксем кӑтартса парӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗсен конкурсӗ иртет. Кун пирки Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси». Конкурс кӗретсӗр иртет. Конкурса хутшӑнакансен текста https://forms.yandex.ru/u/69c0ce6a90290277678e502d/ каҫӑпа ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ярса памалла. Текстра 130-150 сӑмахран ытла пулмалла мар. Конкурса хутшӑннисене сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ. Конкурса йӗркелекенсемпе 8 (8352) 58-47-19 (106); 58-37-89 (139) телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫыхӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() aksubayevo.ru сайтри сӑн Тутарстанри Аксури 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗренекен класс пур. Унта пӗрремӗш классем чӑваш чӗлхине ӑса хываҫҫӗ, чӑвашла вулаҫҫӗ. Шӑпӑрлансем вырӑс чӗлхипе пӗрле чӑваш азбукине те вӗреннӗ. Ячӗшӗн кӑна мар. Вӗсем регион шайӗнче иртнӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса та хутшӑннӑ. Конкурсра пӗрремӗш класс ачисем онлайн-мелпе чӑвашла мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйсем вуласа тухнӑ юмахсем тӑрӑх картинӑсем ӳкернӗ те вӗсене конкурса ярса панӑ. Пурте сертификата тивӗҫнӗ. Настя Чистовӑна вара I степень Дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() obr.belregion.ru сайтри сӑн Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ. Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ. Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ. Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
